2022 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекенсем проездной билетпа ҫӳреме пултарӗҫ. Ҫӗнӗлӗх муниципалитетсем хушшинчи 7 маршрута пырса тивӗ: 101, 101С, 220, 234, 262, 270, 331.
Проездной туяннисен асӑннӑ маршрутсемпе татти-сыпписӗр ярӑнаймӗҫ. Абонементра 45 кунта ҫулта пӗр майлӑ 60 хутчен (унталла та кунталла 120 хутчен) тухма пӑхса хӑварӗҫ. Абонементпа билет хакӗ 32 тенкӗ кайса ларӗ. Ахальлӗн ҫул укҫи 34 тенкӗ пулӗ – ку вӑл банк карттипе тӳлесен. Аллӑн укҫа тыттарсан 36 тенкӗ кӑларса хума тивӗ.
Франци ҫыннисем Чӑваш Енре шӑл юсаҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи поликлиникине Францинче пурӑнакан мӑшӑр – Дафёр тата Елена Шаед – шӑл юсама пынӑ. Ҫавӑн пирки хулари «Грани» хаҫат хыпарланӑ.
Дафёр пародонтологи пӳлӗмне, Светлана Пиюнкина стоматолог-терапевт патне, шӑла профессилле майпа тасаттарма ҫӳренӗ, унтан халӗ Светлана Галкина патӗнче сипленет.
«Сервиспа, ӗҫ пахалӑхӗпе питӗ кӑмаллӑ. Вӑхӑт та нумай иртмерӗ», – хавхаланса калаҫнӑ Дафёр Шаед.
Елена пӗлтернӗ тӑрӑх, упӑшки тухтӑрсенчен хӑрать, пульницӑна кайма ӳкӗте кӗртме йывӑр.
Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи поликлиникинче 2021 ҫулта 20 ытла ют ҫӗршыв ҫынни сипленнӗ. Ҫав шутра Азербайджанри, Арменири, Египтри, Иорданири, Казахстанри, Кӑркӑстанри, Сиринчи, Таджикистанри, Тунисри, Украинӑри ҫынсем пулнӑ.
Нимеҫӗсем Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбуссемпе тӳлевсӗрех ҫӳреме тытӑнӗҫ. Кун пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ тата "Эпир пӗрле" регионти штабӑн ертӳҫи Леонид Черкесов пӗлтернӗ. Ҫак хуласен троллейбус предприятийӗсемпе килӗшӳ тунӑ. Малашне ытти муниципалитетпа та калаҫса татӑласшӑн.
Нимеҫӗн транспортпа тӳлевсӗр ҫӳрес тесен бейдж, маршрут хутне тата удостоверение кӑтартмалла.
Пульницӑсенче ӗҫлекен нимеҫӗсене вӗри апатпа тивӗҫтермелле тӑвасшӑн. Ҫавӑн пекех вӗсене тӳлевсӗрех медтӗрӗслев витӗр тухма, сипленме, кирлӗ тӗк реабилитаци витӗр тухма май туса парасшӑн.
Леонид Черкесов палӑртнӑ тӑрӑх, нимеҫӗ-медиксен ординатурӑна вӗренме кӗмешкӗн, ӗҫе вырнаҫмашкӑн та ҫӑмӑллӑхсем пулмалла.
Ҫитес эрнере те шкул ачисем дистанци мелӗпе вӗренӗҫ-и? Кун пирки оперштаб ларӑвӗнче калаҫнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнченпе 5-8 мӗш классем ҫавӑн пекех дистанци мелӗпе ӑс пухӗҫ. Ку Шупашкар, Ҫӗмӗрле тата Канаш хулисене пырса тивет. 1-4-мӗш тата 9-11-мӗш классем шкула ҫӳреме пуҫлӗҫ. Хальлӗхе йышӑннӑ тӑрӑх, ку нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пулӗ.
Шупашкарти хушма пӗлӳ паракан учрежденисем дистанци мелӗпе малалла ӗҫлӗҫ. Шкулсенче вара санитари мерисене ҫирӗп пӑхӑнмалла: ӳт температурине виҫмелле, пӳлӗмсенче сывлӑша дезинфекцилемелле, тусана шӑлсах тӑмалла.
Аса илтерер: кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланнӑран Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисем икӗ эрне дистанци мелӗпе вӗреннӗ. Хӑш-пӗр муниципалитетра та ачасем нумаййӑн чирленӗ тӗк дистанци мелӗпе вӗрентме ирӗк пулнӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Семенов урамӗнчи 23-мӗш ҫуртра хӗр ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Телее, вӑл чӗрех юлнӑ.
Хӗр 7-мӗш хутри чӳречерен ӳкнӗ. Аялта кӗрт пулни ҫеҫ ӑна вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Хӗр тумсӑрах пулнӑ, вӑл ан шӑнтӑр тесе ӑна часрах васкавлӑ медпулӑшу машинине кӗртсе лартнӑ.
2022 ҫултанпа Раҫҫейре зоопарксене, цирксене ҫӗнӗ йӗркепе ӗҫлеттермелли саккунсем вӑя кӗнӗ. Ҫавна май Шупашкарти "Ковчег" зоокӗтӗс нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче лицензи илнӗ. Вӑл сроксӑр пулӗ.
Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче зоокӗтесе Роспотребнадзор ӗҫченӗсем тӗрӗсленӗ. Лицензи илме ирӗк панӑ. Зоокӗтес директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Надежда Айвенова Шупашкарти ҫак вырӑн аталанассине, унта тӗрлӗ мероприяти иртессине пӗлтернӗ. Ҫитес вӑхӑтра вӗсем ҫӳлевӗҫ туянасшӑн.
Палӑртса хӑварар: зоокӗтес 2010 ҫултанпа ӗҫлет. Унта халӗ 150 ытла чӗрчунпа 40 ытла кайӑк-кӗшӗк пур. Зоокӗтес юнкунран пуҫласа шӑматкунччен 10-18 сехетсенче ӗҫлет. Сӑмах май вӑл республикӑра лицензи илнӗ иккӗмӗш зоопарк. Пӗрремӗшӗ - Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ ращинчи зоопарк.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 56 ҫулти хӗрарӑма тытса чарнӑ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче каҫхине вӑл хваттерӗнче пӗрле пурӑнакан арҫынпа пулнӑ. Вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Ӳсӗр хӗрарӑм арҫынна ҫӗҫӗпе тапӑннӑ.
Арҫын тӳрех вилмен. Вӑл тепӗр кун ирхине пульницӑра реанимаци уйрӑмӗнче сывлама пӑрахнӑ. Хӗрарӑма следстви вӑхӑтӗнче хупса усрасси пирки шутлаҫҫӗ.
Паян оперштаб ларӑвӗ иртнӗ. Шкул ачисене малалла та дистанци мелӗпе вӗрентмелле-и е ҫук-и? Тӗп ыйтусенчен ҫакӑ пулнӑ.
Ларура ЧР Элтеперӗ Олег Николаев шкул ачисене малалла та дистанци мелӗпе вӗрентессине каланӑ. Аса илтерер: Шупашкар хулинчи шкул ачисем ҫак мелпе кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнченпе вӗренеҫҫӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта вара – кӑрлачӑн 31-мӗшӗнченпе.
Планпа килӗшӳллӗн, нарӑс уйӑхӗнче 1-мӗш классен каникул пулмалла. Эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ япӑх пулнӑран вӗсене халех кантарма йышӑннӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансенчен пӗр пайне муниципалитетсенче епле ӗҫлени тивӗҫтермест.
Виҫӗ районта тата пӗр хулара: Вӑрнар, Муркаш, Ҫӗрпӳ районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта — сӑнавлӑ майпа инвестици профилӗсене хатӗрленӗ. Ҫавна май халӑхра ыйтӑм йӗркеленӗ. «Что жители больше всего ценят в своих муниципальных образованиях?» (чӑв. Хӑйсен муниципалитет пӗрлешӗвӗсенче ҫынсем пуринчен ытла мӗне хаклаҫҫӗ) ыйтӑва хуравлакансенчен час-часах тӗл пулакан хурав ҫапларах янӑранӑ: «НИМЕ ТЕ».
«Ку вӑл пире шухӑша ямалли тата хамӑр стратегие юсамалли сӑлтав. Енчен эпир мӗн пуррине хакламастпӑр, ӑнланмастпӑр пулсан, эпир малалла каяймӑпӑр». Ҫапларах шухӑшлать республика Элтеперӗ. Кун пирки Олег Николаев Инвестици тата предпринимательлӗх хастарлӑхне сарассипе ӗҫлекен республикӑри координаци канашӗн ларӑвӗнче палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче« Асамлӑ йӗке» ӑсталӑх класӗ ирттерессине унччентерехех йӑлана кӗртсе янӑччӗ. Музей етӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑм арлама вӗренес шухӑшпа кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем: Алина Владимировна ятлӑ хӗрарӑм хӑйӗн Анук хӗрӗпе пырса ҫитнӗ.
«Ҫӑм арлаccи — авалхи алӑ ӗҫӗ. Вӗренме пит ҫӑмӑлах мар, хӑвӑртах пулаймасть. Сулахай алли сылтӑмми патне туртӑнасшӑн — тем пекех пулӑшас килет унӑн, анчах вӗсен кашнийӗн хӑйне уйрӑм ӗҫ. Йӗке асамлӑх кӑтартрӗ — вунӑ ҫулхи Аньӑна арлама вӗрентрӗ!
Паянлӑха йӗкесем ывӑннӑ, халь канаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ Антонина Андреева.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |